Гётсем
Википедири материал
Гётсем (ётсем, гаутсем; швед. götar, авал сканд. gautar) — пирĕн эрăчченхи II ĕмĕртен пуçласа хальхи эрăн пĕрремĕш пинçулăх вĕçĕпе иккĕмĕшĕн пуçламăшĕ таран Скандинавин кăнтăр пайĕнче, Венернпа Веттерн кӳлĕсем патĕнче, пурăннă герман йăхĕ. Свейсемпе пĕрле вĕсем хальхи шведсен мăн аслашшĕсем пулаççĕ. Швецин кăнтăр пайне халĕ те Гёталанд (Гётсен çĕрĕ) теççĕ.
Гётсем готсемпе хăш енчен тăван пулни халĕ те паллă мар. Скандинави халапĕсенче çавăн пекех гаутсене асăнаççĕ — вĕсемпе хăш епĕпе тăван пулни те палла мар.
Гётсемпе свейсем патшана пĕрле суйлана пулин те свейсем ялан çӳлте пулнă. Västgötalagen-ра (XIII ĕмĕр патнелле) çаплах çырса хунă — патшана суйлама тата ăна астулран кăларма свейсем кăна пултараççĕ тенĕ. Тĕслĕхрен, 1125 çулта гётсем Вăйлă Магнуса патшана лартасшăн пулнă, анчах та ку свейсене килĕшмен. Çапла вара 1130 çулта лешĕн тăван çĕрне пăрахса кайма тивнĕ.