Бичурин Никита Яковлевич
Википедири материал
Бичурин Никита Яковлевич, — монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сăвăç. 1777 çулхи авăн уйăхĕн 9 (ç.с.) Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) Типнер ялĕнче çуралнă. 1853 çулхи çу уйăхĕн 23 (ç.с.) Санкт-Петербург хулинче вилнĕ.
Бичурин ĕçĕсене Раççейре кăна мар, Европăра та хакланă. 1828 çулта ăна Раççей ăслăлăхсен академиĕн член-корреспондент шутне суйласа илнĕ. 1831 çулта Парижри Ази обществин шутне кĕртнĕ. 1834, 1839, 1843, 1849 çулсенче вăл Раççĕйĕн ăслăлăх шайĕнчи чи пысăк паллине, Демидов премине тивĕçлĕ пулнă.
Тупмалли |
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1799 çулта Хусанти духовенство академине вĕренсе пĕтернĕ. 1800 çулхи утă уйăхĕн 18 монах санне илнĕ. 1808-1821 çулсенче Пекинри чиркӳ ĕсченĕсен миссиĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Вăл вăхатра китай чĕлхине тĕплĕн вĕреннĕ, истори, географи, лингвистика, этика, философи, юриспруденци, астрономи, медицина, ял хуçалăх трактачĕсене китай чĕлхинчен куçарнă. Петербурга 1822 çулхи кăрлач уйăхĕнче таврăнсан хăш-пĕр куçарăвĕсене пичĕтленĕ.
1835 çулхи çу уйăхĕн 16 чикĕ патĕнчи Кяхта хулинче Раççейри пĕрремĕш китай чĕлхинчен куçаракан тăлмачсене вĕрентекен училище уçнă. Китай чĕлхине училищĕре Никита Бичурин хăй хатĕрленĕ «Китай чĕлхин грамматики» (Грамматики китайского языка, 1838) ăслăлăх кĕнекипе вĕрентнĕ.
çулсен пĕрремĕш çур пайĕнче унăн Китай империĕнчи халăх, администраци управлениĕ, территори пайланăвĕ, саккунсем, суда ертсе пыни, ял-хуçалăх çинчен каласа паракан ĕçесем пичĕтленсе тухнă. 1851 çулта Бичурин хатĕрленĕ «Вăтам Азире авалхи вăхăтра пурăннă халăхсем çинчен пĕлӳсен пуххи» ятлă кĕнеке пичĕтленсе тухнă. Кунта Китай летописĕсенчен Çĕпĕр, Вăтам Ази, Туркестан, Монголи, Вăтам тата Аякри Хĕвелтухăçра пирĕн эрăчен юлашки ĕмĕрсенчен пуçласа пирĕн эрăн малтанхи ĕмĕрсенче пурăннă халăхсем çинчен тупса кăларнă пĕлӳсене пуçтарнă. Ку кĕнекене нумай халăх историне тĕпченĕ чухне усă курнă. Чăвашсен аваллахне тĕпченĕ чухне ăна усă курнă.
XX ĕмĕрте Бичурин пурнăçĕпе ĕçне востоковедсемпе историксем тĕплĕн тĕпченĕ. Вĕсем шутне А.Н.Бернштам, Л.И.Думан, П.Е.Скачков, Л.Н.Гумилев, В.Д.Димитриев, П.В.Денисов тата ыттисем Бичурин пурнăçĕпе паллашса тĕпченĕ, Бичурин Раççей ăслăлах синологине никĕсленине, çавăн пекех Раççейри, Вăтам Азири тата Китайри халăхсен чĕлхисемпе културисене тĕпчемешкĕн пысăк ӳсĕ кӳнине палартнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
- Записки о Монголии. СПб., 1828. Т. 1—2;
- История первых четырех ханов из дома Чингисова. СПб., 1829;
- Историческое обозрение ойратов или калмыков с XV столетия до настоящего времени. СПб., 1834;
- Статистическое описание Китайской империи. СПб., 1834. Ч. 1—2;
- Китай в гражданском и нравственном состоянии. СПб., 1848. Ч. 1—4 и др.
[тӳрлет] Вуламалли
- Денисов П. В. Жизнь монаха Иакинфа Бичурина. Ч., 1997.
[тӳрлет] Каçăсем
- Н.Я.БИЧУРИНА АСĂНСА – 来自倍曲丽娜的记忆 Питĕр чăвашĕсем хаçатри статья
- Бичурин вил тăприне халлаласа Питĕр чăваш çамрăк ушкăнĕ тĕлпулăвĕнчи сăн ӳкерчĕкĕсем