Андреев Василий Алексеевич
Википедири материал
Андреев Василий Алексеевич, — чăваш чĕлхи тĕпчевçи; филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1960 çулхи çурла уйăхĕн 1 Чăваш Енĕн Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнче çуралнă. 2002 çулхи çу уйăхĕн 5 Шупашкарта вилнĕ.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1977 çулта Канаш районĕнчи Шуркасси вăтам шкулне пĕтернĕ. 1982 çулта Ленинград патшалăх университечĕнчи хĕвел тухăç чĕлхисен факултечĕнчен вĕренсе тухнă. 1987 çулта Мускаври Чĕлхе пĕлĕвĕн институтĕнче «Чăваш чĕлхинчи вĕçлев категорийĕ» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ.
Ăслăлăхра чăваш тата тĕрĕк чĕлхисен морфологи пайрăмĕсене танлаштарупа, истори меслечĕпе тĕпченипе палăрса тăнă.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
- Турккă чĕлхин графики, фонетики тата орфографийĕ. Меслет кăтартăвĕсем. Ш., 1987;
- Основной падеж в системе склонения чувашского языка. Ч., 1986;
- Хальхи турккă чĕлхи: грамматика парадигмисемпе формисем. Ш., 1992;
- Чăваш чĕлхи. Ш., 1998; Чăваш чĕлхине халалланă тĕпчев. Ш., 1998.