Айхи Геннадий Николаевич
Википедири материал
Айхи Геннадий Николаевич (чăн хушамачĕ Лисин), — чăваш сăвăçи, куçаруçă. 1934 çулхи çурла уйăхĕн 21 Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Çĕньял ялĕнче çуралнă. 2006 çулхи нарăсăн 21 нумай чирленĕ хыççăн Мускавра вилнĕ.
1994 çулта Чăваш Енĕн халăх сăвăçи ятне тивĕçлĕ пулнă. 1989 çулта К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш Енĕн патшалăх премиĕн, 1972 çулта Франци академиĕн премиĕн, 1993 çулта Петрарка ячĕллĕ премийĕн (Германи), 1993 çулта Ылтăн венец Стружски поэзи каçĕсен (Македони) тата 1996 çулта Кăнтăр Тироль премиĕн (Австри) лауреачĕ пулнă. 1998 çулта Исскуствопа литература Одренĕн (Франци) командорĕ ятне тивĕçлĕ пулнă. 1987 çулта Андрей Белый ячĕллĕ премине тивĕçнĕ. Митта Ваçлей ячĕллĕ премин лауреачĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Пулас сăвăç ачалăхне чăваш çĕрĕнче тата Карелофин республикинче ирттернĕ.
1953 çулта Патăрьелти И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика училищине, 1959 çулта А.М.Горький ячĕпе хисепленекен литература институтне вĕренсе пĕтернĕ. Литература институчĕнче Светлов Михайил Аркадьевич пултарулăх семинарĕнче вĕреннĕ.
1961—1971 çулсенче Айхи Мускаври Маяковский музейĕнче ĕçленĕ.
Ывăлĕ Алексей Айхи паллă кĕвĕçĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Пĕрремĕш «Аттесен ячĕпе» сăвă пуххи 1958 çулта пичĕтленсе тухнă.
Çавăн пекех çак кĕнекесене асăнмалла:
Айхи нумай сăвăсене чăваш чĕлхи çине куçарнă. Çапла вăл «Франци поэчĕсем», «Венгри поэчĕсем», «Польша поэчĕсем» антологиĕсене пичĕтлесе кăларнă.
Айхи поэмисене С. Губайдулина кĕвĕленĕ.
[тӳрлет] Айхине куçараканĕсем
Айхин чи лайăх сăввисене франци, швед, нимĕç, чех, словак, поляк, венгр тата ытти чĕлхесем çине куçарнă. Французла ăна Леон Робель куçарнă.
Бэкстрём Анника швед тăлмачĕ. Швецире Fältens ögon (уй куçлă) чăваш антологийĕ пичетленсе тухнă. Материалсене Айхи пуçтарнă.
[тӳрлет] Литература
- Ермакова Г. А. Поклон Айги. Ч., 1996;
- Хузангай А. П. Поэт Айги и художники (Опыт философской интерпретации поэтического и художественного сознания). Ч., 1998.
[тӳрлет] Каçăсем
- Тетрадь Вероники. Первое полугодие дочери М.: Гилея, 1997. ISBN 5-85302-052-8
- Айхине акăлчанла куçарни
- Айхи сăввисене поляк чĕлхи çине куçарни
- Gennady Aygi — The Guardian, акăлчанла