Ĕпхӳ патĕнчи чукун çул катастрофи
Википедири материал
1989 çулхи çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче Ĕпхӳ патĕнче СССРпа Раççей шайĕнчи чи пысăк чукун çул катастрофи пулса иртнĕ. Икĕ пуйăс хире хирĕç иртсе кайнă вăхатра айлăмра пухăннă газ сирпĕнсе кайнă. 575 çын (теприсем 645 теççĕ) вилнĕ, 600 ытла аманнă.
[тӳрлет] Инкек
Хĕвеланăç Çĕпĕр — Урал-Атăлçи продуктопровод çинче 1,7 метр тăршшĕллĕ çурăлса кайнипе унтан газ тухма пуçланă. продуктопроводран 900 метр çывăхĕнче Трансиб магистралĕ вырнаçнă пулнă.
1989 çулхи çĕртме уйăхен 4-мĕшĕн вырăнти вăхăтпа 1 сехет те 15 минутра икĕ пуйăс пĕрлешнĕ хыççăн газ сирпĕнсе кайнă, вăйлă пушар тухнă. 211 номерлĕ «Новосибирск — Адлер» (20 вакун) тата 212 номерлĕ «Адлер — Новосибирск» (18 вакун) пайăсĕсенче пурĕ 1284 пассажир (вĕсенчен 383 ача), тата 86 пуйăспа локомотив бригадисен çыннисем пулнă. Сирпĕннĕ хумпа 11 вакунĕ айăккинелле вăркăннă, вĕсенчен 7-ĕшĕ тĕппипех çунса кайнă. Ытти 26 вакунĕ шалтан çунса тухнă.
Официаллă палăртнă тăрăх 575 çын вилнĕ. Вĕсен шучĕнче 181 ача пулнă.
Газ сирпĕннипе 350 метр чукун çулĕ, 17 километр сывлăшри çыхăну линисем арканнă. Пушар лаптăкĕ 250 гектарпа танлашнă.
[тӳрлет] Инкек хыççăн
Инкек пулса иртнĕ вырăнта 8 метр çӳллĕш мемориал туса лартнă. Ун умĕнче кашни çул çынсем çак инкеке асăнма килеççĕ.