Çеçпĕл Мишши
Википедири материал
Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин), — чăваш сăвăçи. 1899 çулхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Канаш районĕнчи Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕнче çуралнă. Хĕрӳллĕ чăваш поэзи ĕçченĕ 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Украинăн Чернигово облаçĕнчи Старогородка салинче вилнĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Пурнăçĕ
Шăхасанти икĕ класлă шкултан, Теччĕри вĕрентекенсене хатĕрлекен семинарире, Мускавра агитаторсемпе пропагандистсен курсĕнче вĕреннĕ. 1920 çулта Чăваш облаçне тунă хыççăн ăна РКСМ Чăваш обкомĕн ĕçлекенне, Чăваш облаçĕн ревтрибунал пуçлăхне суйланă. Çутĕç пайĕн куçару комиссийĕнче ĕçленĕ.
Литература ĕçне 1916-1917 çулсенче Шăхасанта вĕреннĕ вăхăтра тытăннă, алăпа çырнă «Çăлтăр» журнал редакторĕ пулнă, сăвăсем çырнă.
1921 çулта сывлăхĕ самай хавшанă хыççăн Крымри санаторине кайнă. Сипленнĕ хыççăн Остерти уес çĕр уйрăмĕнче ĕçленĕ.
[тӳрлет] Ĕçĕсем
Революциллĕ хĕрӳлĕхпе вырăсла, чăвашла çырнă малтанхи сăввисем 1919 çулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаçатсенче пичетленнĕ. Унăн сăввисен пĕрремĕш кĕнеки 1927 çулта «Хурçă шанчăк» ятпа çапăнса тухнă. 1928 çулта Шупашкарта ун «Сăвăсем» ятлă кĕнеки пичетленсе тухать. 1959 çулта — «Ĕçĕсен пухăвĕ».
Паллă сăввисем:
- «Çĕн Кун аки»;
- «Хурçă шанчăк»;
- «Пуласси».
Унăн сăввисене тĕнчери 56 чĕлхе çине куçарнă.
[тӳрлет] Сăвăç музейĕсем, палăкĕсем
- Сăвăç музейĕ, Канаш районĕ, Çеçпĕл ялĕ.
- Сăвăç музейĕ, Шупашкар, Юстици Çурчĕ.
- Какăр палăкĕ (бюсчĕ), Шупашкар, Ленин проспекчĕ,
- Краеведени музейĕн кĕтесĕ, Тутарстан, Теччĕ хули, Педтехникум.
- Ун ячĕллĕ Шупашкарта пĕр урам пур.
[тӳрлет] Сăвăç çинчен
[тӳрлет] Кĕнекесем
[тӳрлет] Кинофильмсем
[тӳрлет] Вуламалли
- Сироткин М. Я. М.К.Сеспель. Ч., 1949
- Кăвар чĕре. Ш., 1979
- Поэтика Сеспеля. Ч., 1991