Юпитер (планета)
Википедири материал
- Ытти пĕлтерĕшсене Юпитер (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.
Орбиталлă пахалăхĕсем | |||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|
Мăн çуртĕнĕлĕ (радиус) |
778,4 млн. км 5,2 а.е. |
||||||
Эксцентриситет (тăсăлăвĕ) |
0,048 | ||||||
Перигели | 740,7 млн. км 4,95 а.е. |
||||||
Афели | 816,1 млн. км 5,5 а.е. |
||||||
Орбиталлă тапхăрĕ | 4333,3 дня 11,86 çул |
||||||
Вăтам орбиталлă хăвăртлăхĕ |
13,1 км/ç | ||||||
Орбитăн тайăкĕ | 1,3° | ||||||
Шучĕ спутникĕсем | 63 | ||||||
Физика пахалăхĕсем | |||||||
Экваториаллă диаметр |
142,9 пин км (11,2 Çĕр) |
||||||
Полярла диаметр |
133,7 пин км (10,5 Çĕр) |
||||||
Çийĕн лаптăкĕ | 61,4 млрд. км² (120,5 Çĕр) |
||||||
Калăпăшĕ | 1,43x1015 км³ (1321 Çĕр) |
||||||
Йывăрăшĕ | 1,9x1027 кг (318 Çĕр йывăрăшсем) |
||||||
Вăтам тачăлăх | 1,326 г/см³ | ||||||
Вăйĕн хăвăртлăхĕн ӳсĕмĕ йывăрăш |
23,1 м/с² (2,4 хут нумай çĕртен) |
||||||
Çаврăну тапхăрĕ хăйĕн тĕнĕлĕ тавра |
9 сех. 55 мин. | ||||||
Тĕнĕлĕн çаврăну тайăкĕ |
3,13° | ||||||
Альбедо (хирĕç яракан хевтелĕх) |
0,52 | ||||||
Курăмла пĕлĕтсен температури |
|
||||||
атмосферăн çӳлти сийĕсен шучĕсем | |||||||
Водород (калăпăшĕпе) | ~90% | ||||||
Гели (калăпăшĕпе) | ~10% | ||||||
Метан | 0,1% | ||||||
Шыв пăсĕ | 0,1% | ||||||
Аммиак | 0,02% | ||||||
Этан | 0,0002% | ||||||
Фосфин | 0,0001% | ||||||
Сероводород | 0,0001% сахалтарах |
Юпитер — Хĕвелтен пиллĕкĕмĕш çаврашкара, калăпăшĕпе Хĕвел таврашĕнчи чи пысăк планета. Авалхи тапхăртан çынсем ăна тĕпченĕ, унăн ячĕпе авалхи рим туррине — Юпитера асăннă (авалхи грексен аналогĕ — Зевс).
Газăллă гигантсен шутне кĕрет.
Тупмалли |
[тӳрлет] Физика пахалăхĕсем
[тӳрлет] Планета параметăрĕсем
Юпитер — Хĕвел системин чи пысăк планета. Унăн экваторти радиусĕ 71,4 пин км тан, çак вара 11,2 хут Çĕр радиусĕнчен пĕчĕкрех. Юпитера 40-хутлă пысăклатакан телескоппа сăнасан, унăн кĕтеслĕ виçисем ахаль куçпа Уйăх курăннипе танлашаççĕ.
Юпитер пур ытти планетăсен пĕтĕмĕшлĕ сумлăхĕнчен 2 хут ытла, Çĕртен — 318 хут йывăртарах, 1000 хут Хĕвелтен çăмăлрах. Эхер те Юпитер 70 хут мăнăрах пулнă пулсан, вăл çăлтăр ĕретне кĕме те пултарăччĕ. Юпитерăн тачăлăхĕ Хĕвелĕннипе тан, Çĕрĕн тачăлăхĕнчен чылаях кая ӳкет.
Планетăсен экваториллĕ тӳремĕ орбитин тӳремĕпе пĕрех, çавăнпа ĕнтĕ Юпитер çинче çул сезонĕсем çук.
Пире Юпитер атмосферин çӳлти сийĕсем кăна курăнаççĕ. Гигантлă планета газран тытăнса тăрать.
Хĕвелтен илнинчен 2—3 хут чылайрах Юпитер хăйĕн хăватне парать. Çакă планета тачăланса пынине, гели тата йывăртарах элементсем аяларах анса пынине е планетăн варринче радиохастар пулăмĕсем пурине пĕлтерет.
[тӳрлет] Шалти тытăмĕ
Юпитер, ытларах, водородпа гелирен тытăнса тăрать.
[тӳрлет] Мăн хĕрлĕ тăмха
[тӳрлет] Магнитлă уйĕпе магнитосфери
[тӳрлет] Спутникĕсемпе ункисем
[тӳрлет] Юпитера космос аппарачĕсемпе тĕпчени
Юпитер НАСА аппарачĕсемпе çеç тĕпченĕ.
1973 - 1974 Юпитер çумĕпе «Пионер-10» тата «Пионер-11» (пĕлĕтĕсенчен шутласан) 132 пин км тата 43 пин км вĕçсе иртнĕ.
Аппаратсем планетăн тата галилей спутникĕсен темиçе çĕр ӳкерчĕкне (хаклăхĕ начартарах) Çĕр çине ярса панă, Юпитерăн магнитлă уйĕпе магнитосферин тĕп параметăрĕсене пĕрремĕш виçсе хунă.
1979 çулта Юпитер патĕнчен «Вояджерсем» (207 пин км тата 570 пин км аякра) иртсе кайнă.
[тӳрлет] Шумейкерсен-Леви кометти
1992 утăра Юпитер патне комета çывхарать. Вăл пĕлĕтсен çӳлти сийĕнчен 15 пин километртан иртнĕ чух мăн планетăн гравитациллĕ уйĕн хăвачĕ кометăн тĕшшине 17 пысăк пая аркатать. Кометăн вак йышне Маунт-Паломар обсерваторинче Кэролайнпа Юджин Шумейкер тĕпчевçĕ-мăшăрсем тата астрономом-любитель Дэвид Леви сăнанă. 1994 çулта, тепрехинче Юпитер çумне таврăнсан комета ванчăкĕсем планетăн атмосферине 64 километр çекунтăра хăвăртлăхпа кĕрсе кайнă.
[тӳрлет] Каçăсем
Шаблон:Хĕвел системи