Тулă ăрăвĕ
Википедири материал
Тулă ăрăвĕ — авалхи пăлхарсен чаплă ăрăвĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Истори
631 çулта Купрат хальхи Кубань таврашĕнче патшалăх никĕслет, çакăнтан пăлхар ханĕсен Тулă ăрăвĕн тапхăрĕ пуçланать. Орхана-Моходу куккăшĕ нушибисемпе хасарсене çĕмĕрсе тăкни Купратшăн питĕ пысăк ăнăçу пулнă. Ăру ятне Тулă тесе палăртнă, мĕншĕн тесен Купратăн ашшĕ Ашин ăрăвĕнчен тухнă тӳркӳт каганĕсем шутне кĕмен пулнă, тӳркӳтсен Моходу майлă Тулă пайĕнчен тухнă. Ирнак ĕмпӳ те çав ăру ретне кĕнĕ, ку вара VII ĕмĕрти пăлхар ханĕсем хăйсене V ĕмĕрти чаплă хунсен ĕмпĕвĕсемпе çыхăнтарнине пĕлтерет. Тепĕр çĕрте çырнисем тăрăх, Тулă ăрăвĕ шутне кăтригурсен ĕмпӳне Пĕçмере кĕртеççĕ, вăл аварсенчен уйрăлнăскер, вара тӳрех Купрат сĕмĕ айне ӳкнĕ пулать. Чăнах ĕнтĕ, Пĕçмер Купрат хыççăн 3 çул хушши «Танай леш енче» (Именник çинче паллă) хуçаланнă. Тем каласан та, ăна Купратăн ывăлĕ теме сăлтавсем çук — Пĕçмер Тулă ăрăвĕнчен тухма пултарайман. Кун пирки Артамонов М. И. çирĕплетсе çырать. Анăçтӳркӳт каганатĕнчи Тулăпа Нушиби йăхĕсем хушшинчи хирĕçӳсене усă курса Купрат хăй туса хунă Тулă ăрăвĕ пулăшнипе Пăлхар патшалăхне тĕреклетсе пынă.
[тӳрлет] Вуламалли
- Бичурин Н.Я., «Собрание сведений».
- Попов А., «Обзор хронографов русской редакции», 1866.
- «Летопись византийца Феофана от Диоклетиана до царей Михаила и его сына Феофилакта», 1884-1887.
- Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
- Мизиев И.М., «История Карачаево-балкарского народа».
- Артамонов М.И., "История хазар".
- Иоахим Вернер, "Захоронение в Малом Перещеннине и Кубрат, хан болгарский", "Софийские новости" хаçат, 1985, кăрлач, 9 кунĕ.
- Ю. Немет, венгр тĕпчевçи, ""
- Ив. Шишманов, Дунайçи болгар тĕпчевçи, ""
- К. Иречек, "История болгар", Варшава, 1877.
- Гумилёв Л.Н., "Древние тюрки"
- Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 2003.
- Халиков А.Х., "Кто мы — булгары или татары".
- "Краткая история Болгарии (С древнейших времен до наших дней)", "Наука" кĕнеке кăларăвĕ, Мускав, 1987.
- Евгени Константинов, "Дрезговини" (Ĕнтрĕк), роман, София, "Народна младеж" кĕнеке кăларăвĕ, 1960.
- Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», 1996, Шупашкар.
[тӳрлет] Курмалли
- "Аспарух хан", кинофильм, реж. (?), Евгени Константиновăн "Дрезговини" (Ĕнтрĕк) романĕ çийĕн, София, Болгари.
[тӳрлет] Каçăсем
- Тулă арăвĕ çинчен сайт (пăлхар чĕлхипе)