Парамонов Тимофей Парамонович
Википедири материал
Парамонов Тимофей Парамонович, — вĕрентекен, юрăсене пухаканĕ тата вĕсене сарассишĕн тĕрмешнĕ. 1895 çулхи çĕртме уйăхĕн 13 Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Лачкасси ялĕнче çуралнă. 1988 çулхи çу уйăхĕн 15 çав ялтах вилнĕ.
1934 çулта Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ исскуство ĕçченĕ ятне тивĕç пулнă.
[тӳрлет] Пурнăçĕ
1909-1915 çулсенче Çĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. 1924 çулта Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. 1915-1921 çулсенче Пĕрремĕш Тĕнче Вăрçине тата Халăх вăрçине хутшăннă. 1922 çултанпа Канашра ĕçленĕ. Канашра вăл педагогика техникумĕнче скрипка çинче выляма вĕрентнĕ, шкулсенче юрлама, вырăс чĕлхине тата литературине вĕрентнĕ. 1929 çулта чăваш чĕлхин грамматика кĕнекине çырса пичĕтлесе кăларнă.
Тимофей Парамонов 500 ытла халăх юрри пухса çырнă. Çавăн пекех хорсен ертӳçи пулнă.
1938 çулта айăпсăр репрессиленĕ, 1957 çулта реабилитацине лекнĕ.