Кейӳ
Википедири материал
Кейӳ | |
Хула гербě |
|
Патшалăх: | Украина |
---|---|
Регион: | тĕп хули |
Никěсленě: | 482 |
Хула, çултан: | паллă мар |
Халăх йышě, пин çын: | 2 666,3 (2005) |
Хула лаптăкě: | 839 км2 |
Геогр. широти: | 50°27′ ç. ш. |
Геогр. долготи: | 30°30′ х.т. д |
Кейӳ, — Украина патшалăхĕн тĕп хули. Днепр юханшыв хĕрринче ларать.
Тупмалли |
[тӳрлет] Хула кун-çулĕ
Хулана никĕслени çинчен пĕр халап çӳрет. Вăл халап тăрăх хулана Кий, Щек, Хорив тата вĕсен аппăшĕ Лыбидь V ĕмĕрте никĕсленĕ. Вăл полянсен тĕп вырăнĕ пулса тăмалла пулнă. Хула ятне аслă пиччĕшĕн ячĕпе панă.
Хулана никĕсленĕ çул шутне 482 çула усă кураççĕ. Пĕрремеш хут вара хулана хут çинче 862 çулта асăннă. Вăл хут тăрăх хулана 854 çулта никĕсленĕ тенĕ.
882 çултанпа вăл Кейӳ Руçĕн тĕп хули пулса тăрать. 1240 çулта хулана тутар-монголсем аркатнă. 1362 çултан пуçласа Аслă Литва Кнеçлĕхне тата Посполит Речне кĕрет.
1654 çултан пуçласа Раççей Империйĕ шутне кĕнĕ. 1934 çултанпа Украин ССРĕн тĕп хули. 1941 çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕпе 1943 çулхи чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕ хушшинче нимĕçсемнимĕçсен аллинче пулнă.
1991 çултанпа Украина патшалахĕн тĕп хули.
[тӳрлет] Пайланăвĕ
Кейӳ хули 10 районтан тăрать:
Днепрăн сылтăм енче:
- Шевченко районĕ — 200 пин çын
- Печера районĕ — 170 пин çын
- Подол районĕ (Кейӳ) — 210 пин çын
- Оболонь районĕ — 290 пин çын
- Святошин районĕ — 360 пин çын
- Соломенск районĕ — 280 пин çын
- Холосей районĕ — 200 пин çын
Днепрăн сулахай енче:
- Десна районĕ (Кейӳ) — 320 пин çын
- Днепр районĕ — 360 пин çын
- Дарница районĕ — 250 пин çын
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
- Европа лапамĕ
- Пессарап пасарĕ
- Софи соборĕ
- Ирĕклĕх лапамĕ
- Патон кĕперĕ
- Хреçатик
- Кейӳн Печерă лаврийĕ
- Гривна
- Андреев сăрт айкки
- Подол
- Кейӳ зоопаркĕ