Дюйм
Википедири материал
Дюйм (нидер. duim «пуç пӳрни»), — Британи/Америка виçи. 25,4 миллиметр вăрăмăш. Аршăнăн 28-мĕш пайĕ.
Юлашки вăхăтра Америкăран килекен техникăсемпе техника терминологийĕсене пула ку сăмах Раççейре самай пурнăçа кĕрсе пырать. Ку виçепе, тĕслĕхрен, тĕрлĕ компьютер хатĕрĕсен калăпăшĕсене виçеççĕ: дискетăсен, хытă дисксен, дисплейсен, т. ыт. «Дюймри пăнчăсен» (dpi) тата «дюймри йĕрсен» (lpi) виçисемпе тĕрлĕ кĕртсе кăларакан графика хатĕрсен анлăш пултараслăхне кăтартаççĕ. Телевизор приёмникĕн диагональне енчен те CCCР вăхăтĕнче сантиметрсемпе виçнĕ пулсан, халĕ дюймсемпе виçеççĕ.
[тӳрлет] Истори
Дюйм сăмахне Раççейе Пётр I илсе килнĕ тесе калама пулать.