Аслă Британи
Википедири материал
[тӳрлет] Географи
Патшалăх Çурçĕр-Анăç Европăра, Британи утравĕсем ( Аслăбритани утравĕ тата Ирланди утравĕн çурçĕр-тухăç пайĕ, Мэн тата Норманди утравĕсем) çинче вырнаçнă, Атлантика океанăн тата унăн тинĕсĕсен шыв-хумĕпе çăвăнать. Лаптăкĕ 241 пинĕ çм².
Çурçĕрте, анăçра тусен рельефĕ — Çурçĕр-Шотланди туçи (1344 м), Пеннин тата Кембри тăвĕсем; кăнтăрта тата кăнтăр-тухăçра — сăртлă тӳремсем. Океан лăпкă климачĕ, йĕпе. Вăтаме температура: кăрлач- 3 - 7 °C, утă- 11—17°C; нӳрĕксем: анăçра- çулта 3000 мм таран, кăнтăр-тухăçра- çулта 600—750 мм. Пысăк юханшывсем: Темза, Северн, Трент, Мерси, Клайд. Вăрмансенче бук, юман, хурăн йывăçĕсем çитĕнеççĕ, вĕсем 9 % яхăн çĕре йышăнаççĕ.
[тӳрлет] Патшалăх пайланăвĕ
Аслăбритани 4 административлă-политикăллă истори провинцине пайланать:
- Англи (39 графство, 6 метрополи графстви тата Пысăк Лондон),
- Уэльс (9 графство, 3 хула, тата 10 хула-графство),
- Шотланди (32 облаç)
- Çурçĕр Ирланди (26 район).
[тӳрлет] Халăхĕ
Çĕршывра 59,834,900 (утă, 2004) çын пурăнать, çав шутра:
- акăлчансем (80 %),
- шотландецсем (15 %),
- уэльсĕсем (е валлиецсем
- ирландецсем.
Европа патшалăхĕсем |
---|
Австри | Албани | Андорра | Аслă Британи | Белоруси | Бельги | Болгари | Босни тата Герцеговина | Ватикан | Венгри | Германи | Греци | Дани | Ирланди | Исланди | Испани | Итали | Казахстан¹ | Латви | Литва | Лихтенштейн | Люксембург | Македони Республики | Мальта | Молдави | Монако | Нидерланды | Норвеги | Польша | Португали | Раççей¹ | Румыни | Сан-Марино | Серби | Словаки | Словени | Турци¹ | Украина | Финлянди | Франци | Хорвати | Черногори | Чех Республики | Швейцари | Швеци | Эстони |
¹ çавăн пекех Азине кĕрет |