Арави тинĕсĕ
Википедири материал
Арави тинĕсĕ, — Инди океанĕ шутне кĕрекен тинĕс. Анăç енче Арави çурутравĕ вырнаçнă, тухăç енче — Индостан çурутравĕ.
Тинĕс лаптăкĕ — 4 832 пин км2. Чи тарăн вырăн — 5 803 метр.
Пысăк кӳлмекĕсем: Аден, Оман, Кач, Камбей.
Пысăк утравĕсем: Сокотра, Лаккади утравĕсем.
Тинĕсе Инд юханшыв юхса кĕрет.
Пысăк портсем: Бомбей, Карачи, Аден.