Сăкăт чĕлхи
Википедири материал
Сăкăт чĕлхи, — авалхи сăкăт халăхĕн чĕлхи. Вăл бактри чĕлхипе тăванлă пулнă. Çыруллăхне арамей алфавичĕ (вязь: сылтăмран сулахаялла çыру, уçă сасăсен чылайăшне çырса палăртман). Каярахпа сăкăтсем бактрисемпе тата ытти иран йăхĕсемпе пĕрлешсе кайнă, вĕсен чĕлхи перси чĕлхин таджик диалекчĕ пулса тăрать. Сăкăт (çĕнĕ сăкăт) чĕлхипе халĕ те Таджикистан патшалăхĕнчи Сăкăт облаçĕнче тата Душанбе çумĕнче пурăнакан ягноби вак халăх ( 2 000 — 12 000 çын) усă курать.