Çуллахи вăхăт
Википедири материал
Çуллахи вăхăт, — ку вăхăт поясĕнче йышăннă вăхăта пĕр сехет малалла куçарнă вăхăт. Хăш-пĕр чухне ахаль вăхăта «хĕллехи вăхăт» тесе калаççĕ, анчах та ку термин тĕрĕс мар.
Çуллахи вăхăта çутатма усă куракан электроэнергине перекетлемешкĕн усă кураççĕ. Пĕрремĕш хут ку вăхăта Аслă Британире 1908 çулта хута кĕртнĕ. Раççейре пĕрремĕш хут ку вăхăт çине 1917 çулхи утă уйăхĕнче куçнă. Çапла вара ку вăхăта 1930 çулччен усă курнă. Совнарком Декречĕпе йышăннине пула ăна «Декрет вăхăчĕ» тенĕ. 1981 çултанпа пуçласа вара СССРта татăшах çуллахи вăхăт çине куçарма пуçланă.
Хальхи вăхăтра çуллахи вăхăтпа АПШра, Канадăра, Европăри патшалăхсенче, Раççейре, Австралире, Çĕнĕ Зелендире, Парагвайра, Бразилире, Чилире усă кураççĕ. Экватора çывăх вырнаçнă патшалăхсенче ку вăхăта усă курмаççĕ.
Раççейре тата Европăри патшалахсенче çуллахи вăхăт çине пуш уйăхри юлашки вырсарникун 2 сехетре куçаççĕ, сехет йĕппине 1 сехет мала куçараççĕ. Ахаль вăхăта вара юпа уйăхри юлашки вырсарникун 3 сехетре куçаççĕ. Ун чухне сехет йĕппине пĕр сехет каялла куçараççĕ.