Кĕнеке
Википедири материал
Кĕнеке, — этемлĕх культурин çитĕнĕвĕсен чи пахаллă пайсенче пĕри, нумай ĕмĕр хушшинче çынсен информацине пухса сыхласа хăварма пулăшакан япала. Çырăва кĕнекесенче нумай чухне йĕркелесе çыраççĕ. Часах ӳкерчĕксемпе илемлетеççĕ.
Ытти ăнлавсенче:
- ятарлă хут листисене пĕрле пуçтарса сыпăнтарнă япала (контора кĕнеки, бухгалтер кĕнеки);
- документăн, е литература ĕçĕн пасăк уйрăмĕ. Часах темиçе пĕчĕк уйрăмсене сыпăнтарать.
Аваллăхра кĕнекесем вырăнне свитоксем, пергаментсем, е ытти манăçа тухнă çыру япалисене усă курнă. Вăтам ĕмĕрсен пуçламăшĕнче Европăра алçырăвлă кĕнекесем сарăлнă. Кĕнеке кăларасси Европăра кĕнеке пичетлессине (1440-мĕш) шутласа кăларнăранпа вăйлă аталанса кайнă. Пĕрремĕш пичĕтленсе тухнă кĕнекесене инкунабулсем тенĕ.